Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.
Рыбкин Владимир Николаевич — чӑваш сӑвӑҫи. 1960 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ.
1997 ҫултанпа РФ ҪП пайташӗ.
Кун-ҫулӗ
Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Тӗрлӗ вӑхӑтра «Хыпар», «Хресчен сасси» хаҫатсенче, «Капкӑн» журналта ӗҫленӗ.
Хальхи вӑхӑтра Госстрахра вӑй хурать.
Пуртарулӑхӗ
Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:
- «Юратушӑн ҫунтӑр чӗре» (1990);
- «Чӑвашла калаҫать попугай» (2002);
- ыттисем.